Студентсен кунӗ умӗн «Атӑлҫи Татьяни» конкурс ирттерни пирки унчченех пӗлтернӗччӗ. Шел, унта пирӗн ентеш Татьяна Попова ҫӗнтереймен. Кӑҫал Сарӑтура иртнӗ конкурсра Саранскри Татьяна Вельмакина мала тухнӑ.
Аса илтерер: унта 8 регионти Татьянӑсем хутшӑннӑ. Шупашкар чысне Татьяна Попова хӳтӗленӗ. Конкурсра пике мала тухса ҫитес ҫул ӑна хӑйсен регионӗнче йӗркелеме ирӗк ҫӗнсе илет.
Пирӗн Татьянӑна куракансем килӗштернӗ. Мӑкшӑ хӗрӗ конкурса ҫӗнтернӗрен 2017 ҫулта вӑл Мӑкшӑ Республикинче иртӗ.
Регионсен хушшинче «Атӑлҫи Татьянисем» конкурса ҫулсерен ирттереҫҫӗ. Финал паян Сарӑту хулинче пулнӑ.
Пирӗн республикӑран унта Татьяна Попова хутшӑннӑ. Пӗлтӗр ку тивӗҫе Татьяна Богданова пурнӑҫланӑ. Татьяна Попова И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУра вӗренет.
Кӑҫал конкурса 8 Татьяна хутшӑннӑ. Хӗрсем Сарӑту, Саранск, Чулхула, Чуллӑ ҫыр, Ижевск, Чӗмпӗр, Йошкар-Ола хулисенчен пулнӑ. Шел те, Пенза хӗрӗ кӑштах чирленӗ, ҫавӑнпа хутшӑнайман. Вӗсем хӑйсене ташӑ, пултарулӑх, литература конкурсӗсенче тӗрӗсленӗ, юлашкинчен дефиле кӑтартнӑ.
Халӗ конкурсӑн официаллӑ ушкӑнӗнче сасӑлав иртет. Пӑлӑртса хӑварар: Татьянӑсен конкурсӗ 13-мӗш хут иртнӗ. Татьяна Попова тӗп титула ҫӗнсе илсен ҫитес ҫул конкурс Шупашкарта иртӗ.
Паян ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев студентсене Татьянӑсен кунӗпе саламланӑ. ЧР влаҫӗсен официаллӑ порталӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, Михаил Васильевич ҫамрӑксене малашне те ҫитӗнӳсем тума ӑнӑҫу суннӑ.
Паян студентсем хӑйсен уявне паллӑ тӑваҫҫӗ. Михаил Игнатьев яш-хӗре саламланӑ май халӗ квалификациллӗ кадрсем кирлине палӑртнӑ.
— Чӑваш Ен правительстви ҫамрӑксене вӗренӳре тата ӗҫре аталанмашкӑн условисем туса парать, — ҫапла каланӑ Михаил Васильевич.
Республика Элтеперӗ Чӑваш Енре нимеҫӗсен (волонтер) корпусӗ тата Ҫамрӑксен правительстви лайӑх ӗҫленине, вӗсем регион пурнӑҫне хастар хутшӑннине палӑртнӑ.
Ыран, кӑрлачӑн 25-мӗшӗнче, Студентсен кунӗнче, Шупашкарта пилӗк мероприяти ирттерме палӑртнӑ.
Студентсем тата Татьянӑсем Чӑваш наци музейне, Чапаев музейне тата хулари ытти музея ҫитсе курма пултарӗҫ. Студент пулнине ӗнентерекен билет пулсан ҫамрӑксем экспозиципе тата уйрӑм куравпа паллашма пултарӗҫ.
Кунсӑр пуҫне мӗн пур студент паркри кирек мӗнле аттракционпа ярӑнма та пултарать. «Ҫӗнӗ ӑру» каток ҫинче пӑр ҫинчех ташӑ каҫӗ ирттерӗҫ. Эрешлесе ярӑнассипе ӑсталӑх класӗсем, конкурссем иртӗҫ.
Татьянӑсен кунӗнче Шупашкарти катоксем,спорт залӗсем, бассейнсем, йӗлтӗр йӗрӗсем студентсемшӗн тӳлевсӗр пулӗҫ. Студент билечӗ ҫеҫ кӑтартмалла.
Ҫавӑн пекех студентсем театрсене йӳнӗрех хакпа кӗме пултарӗҫ.
Ыран Студентсен кунӗ шутланать те ҫавна май Шупашкарти «Спартак» ача-пӑчапа ҫамрӑксен спорт шкулӗ аслӑ шкулсенче ӑс пухакансене конькипе ярӑнма йыхравлать. Каток ҫине кӑнтӑрла иртни икӗ сехет те 55 минутра кӗртме пуҫланине пӗлтереҫҫӗ. Кӗнишӗн укҫа тӳллеттерместпӗр, конькие проката илнишӗн кӑна укҫа ыйтатпӑр теҫҫӗ. Кӗсьене паспортпа студент билетне чикмеллине аса илтереҫҫӗ.
Аса илтеретпӗр, Студентсен кунне уявласси икӗ ӗмӗр ытла пырать. 2005 ултан ӑна ҫӗршыв Президенчӗн указӗпех ҫирӗплетнӗ. Малтанласа ӑна Ломоносов ячӗллӗ Мускаври патшалӑх университечӗ йӗркеленнӗ кун евӗр палӑртнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (05.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ҫӗнӗ Пӑвара шкул уҫӑлнӑ. | ||
| Лисаев Иван Иванович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Тимӗр Акташ, чӑваш публичисчӗ, журналисчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Сатур Станислав Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Хуракасси шкулӗ ҫунса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |